Журнал ҫинчен
Журнал Раҫҫей регионӗсенчи, ҫывӑх тата инҫет ют ҫӗр-шывсенчи ӑсчахсемпе тӗпчевҫӗсене ӗҫтешлӗхе чӗнет: ӑслӑлӑх ҫитӗнӗвӗсемпе малта пыракан опыта масса практикине кӗртесшӗн, ҫавӑн пекех ҫынӑн инноваци потенциалне аталантарасшӑн. Журнал – ӑсчахсен тата практика специалисчӗсен тӗпчев результатӗсене апробацилемелли независимлӑ платформа.
Пичетлеме уйрӑм авторсен тата автор ушкӑнӗсен ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен результатӗсене, пӗтӗмӗшле теори обзорӗсене, меслет разработкисене тата ӑслӑлӑх, вӗренӳ тата культура-ҫутӗҫ характерӗллӗ ытти материалсене вырӑсла е акӑлчанла йышӑнаҫҫӗ.
Журналта пичетленекен мӗнпур статья редакторлӑ тата независимлӑ рецензиленирен.
Журналӑн пур редакци коллегийӗ тата редакци канашӗ.
Пичетлеме вырӑсла тата акӑлчанла ал ҫырӑвӗсене йышӑнаҫҫӗ.
Журналӑн тӗллевӗсемпе задачисем
Журналӑн миссийӗ – авторсене хӑйсен шухӑшӗсемпе анлӑ профессионал ушкӑнне паллаштарма май пани, вулакансене вара хальхи тӗнчере этнос культурисене тӗпчени, сыхлани тата аталантарни ыйтӑвӗсемпе паллашура пулма май пани.
«Этническая культура» – этнос процесӗсемпе пулӑмӗсен облаҫӗнчи тӗпчев результатӗсене кӑтартакан междисциплинарлӑ ӑслӑлӑх-практика рецензилениллӗ журнал. Журнал страницисенче статья пичетлеҫҫӗ, этнос культурисене тӗпчемелли методологи подходӗсемпе вӗсен ҫын цивилизацийӗн историйӗнчи ролӗ; чӗлхесем хушшинчи тата культурасем хушшинчи коммуникацин тӗрлӗ аспектӗсем; глобализаци условисенче культура йӑлисене сыхласси тата этнокультура опыта малашнехи ӑруссене куҫарасси ҫинчен анлӑ проблемӑсем тавра дискусси ирттереҫҫӗ.
Тĕп задачăсем
- тӑван ҫӗр-шыв тата ют ҫӗр-шыв ӑсчахӗсен ӑслӑлӑх-тӗпчев, ӑслӑлӑх-практика тата эксперимент ӗҫӗсен результатӗсене ӑслӑлӑх пӗрлешӗвӗн ӑшӗнче тата профессионал тӗпчевҫӗсемпе анлӑ вулавҫӑ ушкӑнӗ хушшинче ӑслӑлӑх хутшӑнӑвӗпе ӗҫтешлӗхе вӑйлатас тӗллевпе кӑтартасси;
- аспирантсемпе соискательсен тӗпчевӗсене апробацилени;
- тӑван ҫӗр-шыв тата ют ҫӗр-шыв ӑслӑлӑхӗн тӗп ҫитӗнӗвӗсене пропагандалани;
- хальхи ӑслӑлӑх лару-тӑрӑвӗ ҫинчен актуаллӑ информацие малалла тӑратни, инновациллӗ тата малта пыракан тӗпчев меслечӗсемпе меслетлӗхӗсене сарни;
- ҫӗр-шывра тата тӗнчере туса пыракан ӑслӑлӑх тӗпчевӗсен актуаллӑ ыйтӑвӗсем тавра тавлашу, шухӑш улӑштарушӑн «лаптӑк» пани;
- ӑслӑлӑх сообществине ҫирӗплетесси;
- опытпа улӑштару, професси ҫыхӑнӑвӗсене тата ӑслӑлӑх хутшӑнӑвне аталантарасси.
Журнал планӗсем
- раҫҫей коллегисене кӑсӑклантаракан проблемӑсемпе малта пыракан ют ҫӗр-шыв тӗпчевҫӗсен публикацийӗсен пайне ӳстересси.
2021 ҫултан пуҫласа журнал томӗсен ҫӗнӗ нумерацийӗ
«Этническая культура» журналӑн томӗпе хальхи номерӗсене ӑслӑлӑх периодикӑллӑ кӑларӑмсен тӗнчери пахалӑх стандартӗсемпе килӗшӳллӗ тунӑ — журнал кӑларӑмӗсене тӗрӗс идентификацилемешкӗн.
Ăслӑлӑх журналӗсене (journal) кӑлармалли тӗнчери стандартсемпе килӗшӳллӗн «Этническая культура» пичет кӑларӑмӗн том нумерацийӗ журнал никӗсленнӗренпе хальхи ҫула кӑтартать. Журнала 2019 ҫулта никӗсленӗ. Ҫапла вара 2021 ҫулта хальхи том номерӗ – 3-мӗш том, 2022 ҫулта 4-мӗш том кӗтет т.ыт.
Том нумерацийӗ пӗтӗм календарь ҫулӗ тӑрӑшшӗ улшӑнмасть. Кӑларӑмӑн кайранхи кӑларӑмӗсене номерсемпе кӑтартаҫҫӗ.
Ҫулталӑкра «Этническая культура» журнала 4 хут кӑлараҫҫӗ – №1, №2, №3, №4 номерсемпе.